Шкул ачисем чаваш челхипе тата литературипе олимпиада сене хатерлесси

Шкул ачисем чаваш челхипе тата литературипе олимпиада сене хатерлесси

2018 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шупашкар хулинче чӑваш чӗлхипе тата литературипе пӗтӗм тӗнче олимпиади иртрӗ . Олимпиадӑна И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта «Чӑваш чӗлхин илемӗ» енпе студентсем тата «Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» енпе шкул ачисем ӑс-хакӑл, пултарулӑх, тавҫӑрулӑх енчен хӑйсен вӑйӗсене виҫрӗҫ.

Шкул ачисен олимпиади Шупашкар хулин 10-мӗш шкулӗнче иртрӗ. Ӑмӑртӑва Чӑваш, Тутар тата Пушкӑрт Республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи шкулсенче 9-11 классенче вӗренекен 52 ача хутшӑнчӗ.

Чи пултаруллисем, ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнисем, ҫаксем пулчӗҫ:

Хушамат, ят, ашшӗ ячӗ

Григорьева Олеся Эдуардовна

Вӑрмар районӗн Аслӑ Чак шкулӗ

Теплова Регина Семеновна

Якимова Ираида Сергеевна

Тӑвай районӗн Тушкил шкулӗ

Морякова Лидия Петровна

Мердеева Диана Юрьевна

Тутар Республикин Çӗпрел районӗн Матак шкулӗ

Ермолаева Марина Ивановна

Иванова Анастасия Алексеевна

Патӑрьелти 1-мӗш шкул

Солдатова Светлана Алексеевна, Путякова Наталия Алексеевна

Ядрицова Мария Витальевна

Йӗпреҫри 2-мӗш шкул

Ядрицова Алена Андреевна

Мочалова Анастасия Рудольфовна

Шупашкар хулин 62-мӗш шкулӗ

Егорова Нина Иосифовна

Призерсен списокне ҫак ссылкӑпа тупма пулать:

Çӗнтерӳҫӗсемпе призерсене, вӗсен ертӳҫисене чӗререн саламлатпӑр, малалла та ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр.

Чăваш чĕлхипе литература урокĕсене ҫĕнĕ технологипе вĕрентме майсем туса парасси
методическая разработка на тему

Чăваш чĕлхипе литература урокĕсене ҫĕнĕ технологипе вĕрентме майсем туса парасси

Скачать:

Вложение Размер
doklad.doc 29.5 КБ

Предварительный просмотр:

Тюрина Нина Михайловна

Муркаш районĕ, Шурча шкулĕ

Чăваш чĕлхипе литература урокĕсене ҫĕнĕ технологипе вĕрентме майсем туса парасси

Тăван чĕлхене юратма, пуплеве тĕрĕс йĕркелеме, илемлĕ калаҫма, хутшăнма хăнăхтарса пырасси – чăваш чĕлхине вĕрентес ĕҫри чи кирлĕ тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать.

Юлашки вăхăтра вĕрентÿ процесĕнче компьютер технологийĕсемпе анлă усă курма пуҫл арĕҫ. Ҫак технологин вĕренÿ ĕҫĕнчи мехелĕ самай пĕлтерĕшлĕ. Вĕренÿре компьютерпа тĕрлĕ ĕҫ тума май пур: кăтарту хатĕрĕ вырăнĕнче усă курма, пĕр-пĕр ăслая ҫирĕплетме, шырав-тĕпчев ĕҫне йĕркелеме, кирлĕ информаци тупма, урока е унăн пĕр-пĕр тапхăрне вăйă евĕр ирттерме, хăнăхусемпе пĕлĕве тĕрĕслеме тата ытти те.

Тăван чĕлхе урокĕсенче Ҫĕрпÿ районĕнчи Михайловкăри вăтам шкулта чăваш чĕлхине вĕрентекен В.Ю.Андреев хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхи» (5-7 классем валли) электрон вĕренÿ пособийĕсемпе усă курни тухăҫлă. Вĕсемпе усă курса пĕлĕве тĕрĕслесе пыма та меллĕ. Ҫавăн пекех урокра ҫак автор хатĕрленĕ «Пĕлÿ шыраса» мультмедиллĕ вĕренÿ пособийĕпе те усă куратпăр. Вĕсемпе усă курни ачасене ҫĕнĕ темăна часрах ас туса юлма пулăшать.

Электронла сăмахсар кирлĕ сăмахсене хăвăрт тупма пулăшать. Чăвашсен онлайн сăмахсарĕпе кашни урокрах усă курма меллĕ. Ку сайтра тĕрлĕрен чăваш сăмахсарĕсене пухнă.

Уроксенче Power Point программăпа усă курни ĕҫ тухăҫлăхне самай ÿстерет.Интернет та урокра тухăҫлă ĕҫлеме май паракан форма. Унпа усă курма пĕлни кирлĕ информацие хăвăрт шыраса тупма май парать.

Вĕрентекеншĕн электронла журнал пысăк ҫăмăллăх. Кашни ачан пĕлÿ шайне кăтартакан вăтам балл ҫийĕнчех палăрса пырать, анчах Интернет ĕҫлемесен ку ĕҫе йĕркелесе пыма май ҫук.

Ҫĕнĕ вĕренÿ стандарчĕ кĕҫĕн классене ҫĕнĕ технологипе вĕрентме туллин майсем туса пачĕ. Ҫак ачасем 2015 – 2016 вĕренÿ ҫулĕнче 5 класра вĕренме пуҫларĕҫ. Анчах та пур шкулта та чăваш чĕлхи кабинечĕсене компьютерпа тивĕҫтермерĕҫ.

Паллах, чăваш чĕлхине вĕрентекенĕн пĕтĕм вĕренÿ материалне компьютерпа ҫеҫ усă курса вĕрентмелле марри ҫинчен те асра тытмалла. Традицилле уроксене те вĕрентÿ процесĕнчен кăларса пăрахмалла мар. Компьютер технологийĕсем логика шухăшлавне аталантарма, ҫĕнĕ информациилме пулăшаҫҫĕ, анчах та пĕр-пĕринпе чĕрĕ пуплев урлă хутшăнассин шайне чакараҫҫĕ.

Ҫапла, тăван чĕлхепе тĕрĕс те илемлĕ вулама-калаҫма вĕрентесси, пуплеве тĕрĕс йĕркелесси – кашни урокрах тумалли ĕҫ.

Эпир – чăвашсем, ĕҫчен те маттур халăх, кун- ҫулăмăр та аслă та чаплă. Пирĕн несĕлсем чĕлхене упраса хăварма пултарнă. Ҫак ҫĕр ҫинчен чăваш ан ҫĕттĕр тесен чĕлхене, культурăна, йăла-йĕркене ҫухатмалла мар. Ҫамрăк ăрăва чăн чăваш пулса ҫитĕнтермелле.

Чи малтан ачана тăван чĕлхене юратма, тăван чĕлхепе калаҫма вĕрентмелле, вара вăл вĕренÿре те малта пырĕ, пурнăҫра та хăйĕн вырăнне тупĕ. Ҫак ĕҫе йĕркелесси ача сачĕсемпе шкулта чăваш чĕлхине вĕрентекенсен тивĕҫĕ. Ҫавăн чухне тин Чăваш Ен малашлăхĕ ăнăҫлă пуласса ҫирĕппĕн шанма пултаратпăр.

Чãваш чĕлхипе литература урокĕсенче çĕнĕ технологи мелĕсемпе ĕçлесси.

Чãваш чĕлхипе литература урокĕсенче çĕнĕ технологи мелĕсемпе ĕçлесси.

Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕн

«Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул»

муниципалитетăн пĕтĕмĕшле вĕренÿ бюджет учрежденийĕ

чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Кушманова Н.В.

Кашни учитель – хãйне евĕр тĕпчевçĕ. Ĕç тухãçлãхне ÿстермелли мелсемпе формãсем шырасси куллен пурнãçламалли ĕçсенчен чи кирли пулса тãрать.

21 ĕмĕр комрьютер ĕмĕрĕ тетпĕр. Вĕрентÿ ĕçĕн тухãçлãхĕ вара учитель компьютер технологийĕсене еплерех алла илнине тÿррĕнех çыхãннã. Хамãн ĕçре те компьютерпа ĕçлесе май паракан çĕнĕ формã – модуль технологийĕсем уйрãмах тухãçлã пулни сисĕнет. Проект меслечĕ кашни ачапа тĕллевлĕ ĕçлеме меллĕ. Хãюсãртарах именчĕкрех ачасене те ушкãн ĕçне явãçтарма май парать. Районта иртекен наукãпа практика конференцийĕсене хутшãнни те ачасен шырав, тĕпчев ĕçĕсене пуянлатса пыма май парать.

Кĕçĕн класран пуçласах аслã класа çитиччен ачасем ку ĕçе хутшãнма хавас. Докладсене класс умĕнче вуласа пани, кайран сÿтсе явни ачасен асĕнче чилайлãхах юлать.

Интерактивлã технологисен никĕсĕ çинче йĕркелесе ирттерекен ĕçлĕ вãйãсем, тренингсем, дистутсем тата ытти мелсемачасене кãсãклантарса ямалли, вĕренÿри мативацине ÿстермелли паха формãсем пулса тãчĕç.

Уйрãмах чãваш чĕлхине йãла – йĕркесемпе çыхãнтарса ĕçленĕ чухне те, темãсемпе йĕркелес ĕçре те ИКТ пурри питĕ меллĕ. Хальхи çĕнĕ меслетсене уроксенче усã курассине малти вырãна хуратпãр (пуçпа шухãшласа тĕп ыйтãва татса парасси, ушкãнпа тавлашса тĕп ыйту тĕввине тупасси, роль тãрãх вãйãсем йĕрелесси тата ытти те.).

Литература урокĕсенче те вĕрентнĕ вĕн çĕнĕ технологийĕсем паракан майсемпе туллинрех усã курма тãрãшатãп. Çакã уроксене илĕртÿллĕрех тума, вĕренекенсен тимлĕхне тата пĕлÿ пухас туртãмне ÿстерме пулãшать.

Пĕр-пĕр сãвã е хайлавãн сюжет йĕрне ãс-тãнра çирĕплетсе хãвармашкãн шÿтлĕ ÿкерчĕксемпе усã курни паха. Вĕсене пĕр-пĕр пултаруллã ача маларах ÿкерсе хатĕрлет, урок вãхãтĕнче проектор пулãшнине экран çине кãларатпãр. Ÿкерчĕксем айне çырнã глаголсем пĕр-пĕр сãвва пãхмасãр калама пулãшаççĕ. Хайлава рольсем тãрãх вулама та, унãн содержанине çыхãнуллã каласа пама та пулать – çакã вĕренекенсен пуплевне аталантарма пулãшать.

Ачасем уйрãмах пĕтĕмлетÿ вырãнне кластер тума юратаççĕ.

Т: çãмãлттай – Ваççа – вĕçкĕн

Илемлĕх мелĕсене курма вĕрентни те питĕ пысãк пĕлтерĕшлĕ. Пур ача та вĕсене юратсах шырамасть. Синвэйн мелĕ вара ку ĕçе тата та çãмãллатать. Кãна та ачасем юратсах ĕçлеççĕ.

Тĕпчев ĕçĕсене йĕркелеме те çãмãл мар, анчах та унãн усси пысãк. Вãл ачана творчествãлла шухãшлама, хãй тĕллĕн ĕçлеме хистет, ãс – тãнне, пуплевне аталантарать.

Çак творчествãллã ĕçсене тĕрĕс, пĕлсе йĕркелени ачасен вĕренес кãмãлне çĕклет, вĕсен пултаруллãхне аталантарать, пурнãçра хãйсен вырãнне тупма пулãшать.

Г.Н.Волков калашле, ачасене юратмасãр, хисеплемесĕр шкулта ĕçлеме çук. Вĕсене кĕнекепе ткслаштармасãр тарãн пĕлÿ пама çук. Ачасене чãваш ãспурлãх, ãс-хакãл, тĕн, йãла-йĕрке енĕпе ĕçлеттерес тесе (юлашки çулсенче) тãрãшатãп. Чãн-чãн ãс-хакãл, чун-чĕре, сывлãх енчен çирĕп чунлã граждан çавãн пек тãрãшуллã пулмалла та, пур енчен те пуян тавра курãмлã ÿсмелле.

Юман пĕтсен чãваш пĕтет, чãваш пĕтсен тĕнче пĕтет теççĕ. Апла пулсан эпир пĕтекен халãх мар. Тãвалла пулсан та малалла!

9-мĕш класра чăваш чĕлхипе ОГЭне хатĕрлессипе йĕркеленĕ тематикăлла план

9-м ĕш класра чăваш чĕлхипе ОГЭне хатĕрленессипе йĕркеленĕ тематикăллă план

9-м ĕш класс пĕтерекенсене пулас экзамен тытăмăпе тата йĕркипе паллаштарни. Бланка тĕрĕс йĕркелес ĕç. Тренинг.

Итленĕ текста çывăх изложени çырассипе ĕçлени.

Алла панă текста тимлĕ вулама тата ыйтусене хуравламалли йĕркепе паллаштарни.

Итленĕ тата вуланă текстсене танлаштарма хăнăхтарасси. Ăслав сочиненийĕ хайлама вĕрентесси.

Текстăн тĕсĕсем. Тестăн стилĕсем. Хăнăху.

Фонетика. Сасăсемпе сас паллисем. Сăмахри сасăсемпе сас паллисен шутне пĕлесси. Хăнăху.

Лексика. Сăмахăн лексика пĕлтерĕшĕ. Синонимсем е антонимсем тупасси. Хăнăху.

Сăмах пулăвĕ. Сăмаха улăштаракан тата сăмах тăвакан аффиксен пĕлтерĕшĕсемпе ĕçлесси. Хăнăху.

Грамматика. Морфологи. Пуплев пайĕсене тĕрĕс палăртасси. Хăй пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсем тата

пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсем. Хăнăху.

Грамматика. Синтаксис. Сăмах майлашăвĕ. Хăнăху.

Шухăш тĕшшине тĕрĕс тупмавĕрентесси тата хăнăхтарасси.

Хутсăр предложени членĕсене тупасси. Хăнăху.

Хутлă предложени тĕсĕсене тĕрĕс палăртасси.

Орфографи. Мăшăр, хутлă, икĕ хут калакан сăмахсене çырасси. Вĕсене пĕр-пĕринчен тĕрĕс уйăрма хăнăхтарса çитересси.

Сасăсене çырура палăртасси. Тренинг.

Хутсăр предложенисенчи чарăну паллисем. Хăнăху.

Хутлă предложенисенчи чарăну паллисем. Хăнăху.

Чарăну палли лартнин сăлтавĕсене ăнлантарни. Практикум.

1-м ĕш тĕрĕслев ĕçĕ ( 2016-2017 вĕренÿ çулĕнче пулнă демоверси варианчĕпе ĕçлени)

Пуплев. Текст тытăмĕ. Текстри предложени сен çыхăнăвĕн мелĕсем.

Сочинени пуплевĕн ăслав тĕсне тÿр килни. Практика ĕçĕ.

Ача çырнă ĕç сĕннĕ темăпа тÿр килни. Вулав-тишкерÿ.

Итленĕ тата харпăр хăй тĕллĕн вуланă текстсене пĕрлештерекен тĕп шухăша ăнланма пултарни. Тест ĕçĕ.

Хутлă предложени тĕсĕсем. Практика ĕçĕ.

Пăхăнуллă хутлă предложенисем. Пăхăнуллă союзсем. Çыхăну мелĕ. Практика ĕçĕ.

Ăслав тытăмĕ.Ăславăн ĕнентерÿ мелĕсем. Тезис. Тезиса калăплани. Мĕн вăл аргумент ? Практика ĕçĕ.

Кÿртĕм сăмахсемпе предложенисем. Сочинени пĕтĕмлетĕвĕ. Хăнăху.

2-м ĕш тĕрĕслев ĕçĕ ирттересси. ( 2017-2018 вĕренÿ çулĕнче пулнă демоверси варианчĕпе ĕçлени)

Пуш уй ăхĕн 25-м ĕшĕ (тунти кун)

Шухăш пĕр пĕтĕмлĕхĕ, пуплев çыхăнуллăхĕ, шухăшсене йĕркипе уçса панине тĕрĕслени

Пуплев тĕрĕслĕхĕ, çыхăнуллăхĕ, уçăмлăхĕ. Пултару.

Орфографи, лексика, грамматика, пунктуаци нормисене пăхăнса ирттернĕ 3-м ĕш тĕрĕслев ĕçĕ.

Илемлĕх мелĕсене тишкересси. Хăнăху.

Эксперт мĕн тĕрĕслет ? Лекци. Ăша хывни. Пултару.

Ĕçе йĕркелесе тата тĕрĕслесе пыраканĕ чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Шишкина А.Е.

  • 16 предметов
  • Для учеников 1-11 классов и дошкольников
  • Бесплатные наградные документы для учеников и учителей

Тематическое планирование по подготовке к ОГЭ в 9 классе. Составила лично сама. Этот материал могут использовать все учителя по подготовке ОГЭ в 9 классе по чувашскому языку и литературе. Тут исписан каждый шаг. В какой день? какая тема? Что интересно, что в каждом занятии можно научиться чему-либо, повторить изученное

Номер материала: ДБ-556656

Не нашли то что искали?

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Подарочные сертификаты

Ответственность за разрешение любых спорных моментов, касающихся самих материалов и их содержания, берут на себя пользователи, разместившие материал на сайте. Однако администрация сайта готова оказать всяческую поддержку в решении любых вопросов, связанных с работой и содержанием сайта. Если Вы заметили, что на данном сайте незаконно используются материалы, сообщите об этом администрации сайта через форму обратной связи.

Все материалы, размещенные на сайте, созданы авторами сайта либо размещены пользователями сайта и представлены на сайте исключительно для ознакомления. Авторские права на материалы принадлежат их законным авторам. Частичное или полное копирование материалов сайта без письменного разрешения администрации сайта запрещено! Мнение администрации может не совпадать с точкой зрения авторов.

Мастер класс»Чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче вăйă меслечĕпе усă курасси»

Описание презентации по отдельным слайдам:

Чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче вăйă меслечĕпе усă курасси Филиппова Нина Калистратовна, Чăваш Республикин Тăвай районĕнчи Чутейри пĕтĕмĕшле пĕлӱ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Ачасен вĕренӳри хастарлăхне ӳстересси, пурнăҫра активлă позици йышăнма вĕрентесси ман ĕҫре тĕп ыйту шутланать. Вăйă – ачасене ÿсме тата пур енлĕ аталанма май паракан чи кирлĕ ĕç. Вăйăра ачан ăс-тăнĕ , тавракурăмĕ туптанать, вăл ушкăнпа ĕçлеме хăнăхать. Выляв меслечĕпе анлă усă курса вĕрентсен ачасем вĕренÿ материалне лайăхрах ăнланаççĕ, ывăнмаççĕ, тимлĕхĕ те ÿсет. Умсăмах

Сыпăксем тăрăх вăйă кĕ не кĕ пе вĕ пер кĕ кĕ кĕ ке лет

«Кам нумайрах пĕлет?» вăйă «Ç» сасăран пуçланакан сăмахсене шыратпăр, кам нумайрах тупать, çав çĕнтерет. Ачасене кашнинех хавхалантарма çăлтăрсем паратăп. Пĕр тĕрĕс сăмахшăн – пĕр çăлтăр.

«Мěнле сасă?» вăйă Вěрентекен ачасене çак сăмах ушкăнěсенче мěнле пěр пек сасă пуррине пěлме хушать: 1. Кăçатă, каç, çарăк, çиçěм. 2. Мăлатук, купăста, ăман, шăмă. 3. Хÿре, ÿкерчěк, пÿлěм, кěтÿ. 4. Йытă, йывăç, мăйăр, хăйăр. 5. Кăмака, ăман, çулçă, шăпăр.

«Анюка мěн кирлě?» вăйă Вěрентекен ачасене Анюк пуканене кăтартать те çапла калать: «Ачасем, Анюк хăйне валли магазинта тумтир илесшěн. Эсир ăна пулăшаймăр-ши? Мěн илесшěн Анюк? Вăл илме шутланă тумтир ятěнче «л» сасă пур. Пěлетěр-и эсир ăна? Шухăшлăр-ха. Кам пěлет?»

«Кам хăвăртрах сăмахсем тăвать?» вăйă 1. к, ă, р, а, ç. 2. р, я, х, ă. 3. н, а, х, у, с. 4. а, р, х, ы. 5. н, а, м, ш, ă, к.

«Мěн ытлашши?» вăйă Кěпе,ěне,тутăр,шăлавар,майка,саппун,çěлěк,алсиш,юбка,купăста,çарăк,кишěр,çěр улми, пукан, хăяр,сухан, кавăн, кăшман.

«Çапла-и, çапла мар-и?» вăйă Шыв вĕрет Çапла Хĕвел ҫăвать Çапла мар Курăк ӱсет Чăх ишет Çил вĕрет Кашкăр вулать Ачасем калаҫаҫҫĕ

Перфокартăсем Кайăксем т рна т ри ч кеç ч на ш пчăк ш нкăрч к сăя Килти выльăх-чĕрлĕх п тек с рăх т ка ĕ е в кăр с сна к чака Ĕç хатĕрĕсем п ртă с нĕк п чкă м латук п кур к реçе к репле Çимĕçсем х яр к шĕр к шман ç рăк ы ра с хан р дис

Вĕçсе кайнă сас паллисем Й—-лтĕр, Й——лме, Ç—-на, А—сиш, Т—-вайкки, ĕ л ă у

«Манăн çемье» вăйă Ат…е Пичче Кук…май Ап…а Ку…аҫи Аса…те Йă…ăк Шăл…ăм А..анне Ан…е

Синонимне туп Савăнать- Шикленет- Ĕлккен- Калаçать- Шавлать- Юратать- Килĕштерет, Хăрать, Пуплет, Хĕпĕртет, Кĕрлет, Чипер.

Антонимне туп Тухать- Тăрать- Сахалланать- Анать- Сивĕтет- Макăрать- Çухатать- Тупать, Кĕрет, Хăпарать, Кулать, Нумайланать, Ăшăтать, Ларать.

Кам нумайрах сăмах тăвать? -Ла(-ле); -Лан(-лен); -Лат(-лет); -Лаш(-леш) Тăван, Сарă, Кăвар, Кĕвĕ, Ача, Тус, Ĕмĕт

Ваттисен сăмахĕсем Уроксенче ачасене пĕлÿ илме пулăшнисĕр пуçне вĕсен çыхăнуллă пуплевне аталантарас ĕçре пысăк вырăн йышăнса тăраççĕ: пуплевне чĕрĕлĕх, сăнарлăх кĕртеççĕ, пуянлатаççĕ.

Ваттисен сăмахне пĕлетĕр-и? Вĕрентекен пĕр-пĕр тема калать, ачасем çав темăпа çыхăннă ваттисен сăмахĕсене шыраса тупаççĕ. Тĕслĕхрен, «Вĕренÿ» , «Ĕç» темăсемпе. Вăййа ачасене ушкăнсене пайласа ирттерме пулать.

Панă сасăсемпе пуçланакан ваттисен сăмахĕсем туп Вĕрентекен виçĕ сасă калать, тĕслĕхрен, «У», «К», «Т». Ачасен çак сасăсемпе пуçланакан ваттисен сăмахĕ шыраса тупмалла. Усал хыпар утпа çÿрет. Калама çамăл, тума йывăр. Тĕрĕс сăмах чул ватать.

1. Выльăх-чĕрлĕх алла . а) курать; ă) пăхать; б) сăнатъ. 2.Кушака — кулă, шăшие— . а) кулă; а) тулă; б) вилĕм. 3. Кахалшăн . кĕске, ĕçченшĕн . кĕске. а) çĕр — кун; а) кун — çĕр; б) çĕр — çĕр. Ваттисен сăмахĕсене вĕçле

Ваттисен сăмахĕсем (лото) Вĕренни — çутă, вĕренменни — тĕттĕм Кĕнеке пурне те пĕлет Ĕç ăсталăха юратать вĕренÿ кĕнеке ĕç

«Мĕнле ваттисен сăмахĕсем пытаннă?» вăйă Çиччĕ пĕрре Çын пĕрре паллă. пуласси виç те кас.

Пĕтĕмлетÿ Маларах çырса панă вăйăсемпе урокра усă курсан,ачасем чăваш чĕлхине юратсах вĕренĕç,вăйăпа интересленсе кайса урăх кирлĕ мар ĕçсем çинчен манĕç. Шанас килет: çине тăрса, творчествăлла ĕçлесен, шкулсенче урокра çеç мар. Тăхтавра та чăваш пуплевĕ вăй илĕ.

Усă курнă литература:

  • 16 предметов
  • Для учеников 1-11 классов и дошкольников
  • Бесплатные наградные документы для учеников и учителей

Номер материала: ДБ-1500164

Не нашли то что искали?

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Подарочные сертификаты

Ответственность за разрешение любых спорных моментов, касающихся самих материалов и их содержания, берут на себя пользователи, разместившие материал на сайте. Однако администрация сайта готова оказать всяческую поддержку в решении любых вопросов, связанных с работой и содержанием сайта. Если Вы заметили, что на данном сайте незаконно используются материалы, сообщите об этом администрации сайта через форму обратной связи.

Все материалы, размещенные на сайте, созданы авторами сайта либо размещены пользователями сайта и представлены на сайте исключительно для ознакомления. Авторские права на материалы принадлежат их законным авторам. Частичное или полное копирование материалов сайта без письменного разрешения администрации сайта запрещено! Мнение администрации может не совпадать с точкой зрения авторов.

Читайте также:  Тату роберта де ниро
Оцените статью